День чувашского яэыка

День чувашского яэыка

  Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ тата И.Я.Яковлев çуралнă кун. Паян Шулю шкулĕнче Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я.Яковлев çуралнă кунне паллă турăмăр. 

       Уявăн тĕллевĕ – ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлÿлĕхе ÿстерме пулăшасси.   

      Ачасем чăваш юррисем шăрантарчĕç, илемлĕ сăвăсем каларĕç, хĕрачасем ташăсемпе савăнтарчĕç. 5-6 класра вĕренекенсем А.Галкинăн «Хăравçă мулкач» юптарăвне выляса кăтартрĕç. Пурне те уяв килĕшрĕ.


      Пирĕн тăван чĕлхе сĕм авалхи чĕлхесенчен пĕри шутланать.  Пирĕн мăн асаттесем пин ҫул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама,  йăхран йăха халалласа пынă,  куç пек упраса пурăннă.  Тăван чĕлхепе тĕрĕс калаçасси,  çырасси - çыннăн культура шайĕ,  çавăнпа та пирĕн тăван чĕлхене упрамалла,  ăна ỹсме пулăшмалла.

      Сире пурсăра та чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр.  Çирĕп сывлăх,  пултаруллă ĕçре çитĕнỹсем,  телей тата ăнăçу сунатпăр.