Чаваш челхи эрни


Эпир пултарулла


Тарасов Эдуард, 6 класс


Чăваш тĕррине тĕрлер


Пирĕн халăх тĕррине

Тĕнчипех пĕлеççĕ.

Ют çĕр-шывăн çыннисем

Килсех интересленеççĕ.

Чăваш тĕррисем 

Илемĕпе тĕлĕнтереççĕ.

Хăйне евĕрлĕ пулнипе 

Уйрăлса тăраççĕ.

Чăваш тĕррин ăстисем

Çип шутласа тĕрлеççĕ.

Йывăр та кăткăс ĕçе

Çийĕнчех алла илеççĕ.

Çут çанталăк тĕссемпе

Шур пире тĕрлеççĕ.

Ытлашши йăмăх тĕссене

Килĕшÿсĕр теççĕ.

Эпир те ăста пулар,

Чăваш тĕррине тĕрлер.

Асаннен пултарулăхне 

Малалла тăсар.


Чăваш тĕрри


Асаннен шур кĕпи

Хăйне евĕр илемлĕ.

Мĕн-ха куçа илĕртет?

Мĕнпе тыткăна илет?

Çавă шурă кĕпере 

Çыру вулама пулать.

Çав çырăва вуласан

Пĕтĕмпех пĕлме пулать.

Тĕрлĕ тĕслĕ эрешĕ

Пулса иртнине калать.

Акă чĕр чунсем, курсам,

Курăк çисе çÿреççĕ.

Çавăнтах юлан утçи

Уй-хирте çÿрет-çке.

Карапсем те шыв тăрăх

Инçе çула тухаççĕ.

Тÿпере çут çăлтăр та 

Çул уçса парать-çке.

Çавăнтах хĕвелĕ те 

Ăшшине сарать-çке.

Чăваш тĕрри илемĕпе 

Куçа илĕртет-çке.

Тĕрлĕ тĕслĕ эрешсемпе

Тыткăна илет-çке.


Захарова Полина, 6 класс.


Чăваш тĕррине ăша хыватăп.


Чăваш тĕрри çыруллă,

Чăваш тĕрри хăватлă, 

Чунпа туйсан ытарлă.


Чăваш тĕррине ăша хыватăп,

Эрешĕсемпе интересленетĕп.

Ун илемĕпе киленетĕп.


Ĕçчен халăхăма саватăп,

Çĕр-пин тĕррипе мухтанатăп.

Тăвансен ятне асра тытатăп.



Прикрепленные файлы

docx
Чăваш чĕлхи кунне халалланă эрне планĕ. (2021-2022 вĕренÿ çулĕ) 14,34 Kb 20.04.2022