Тàван чèлхе кунè

Тàван чèлхе кунè

 Паян нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Çак куна халалласа пирĕн шкулти ачасем «Манăн вăйă», «Эпир маттур ачасем» вăйăсенче хутшăнчĕç. Вăйăсенче ваттисен сăмахĕсене, тупмалли юмахсене, вуланă произведенисене аса илчĕç. Хĕрÿ ĕç пурин кăмăлне те кайрĕ.

Иван Яковлевич Яковлев «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук» тенĕ. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Тăван чĕлхе – анне чĕлхи. Анне чĕлхине манар мар.